Открытый канал ID 69362059452474

Чувашская газета "Урал сасси"

Республиканская общественно-политическая газета на чувашском языке, издающаяся в Башкортостане.

Каналов в рубрике
5 348
Место этого канала
№ 2 606
Открыть рубрику →

Публикации за период

По реакциям

Поиск и вся лента — после бесплатной регистрации. Свои даты — по подписке; владелец канала видит их бесплатно. Сортировка по реакциям — по подписке. Зарегистрироваться

Загрузка…

Республикăра миçе çын ОРВИпе чирлени паллă
 
Пушкăртстанра юлашки эрнере ОРВИпе, гриппа тата COVID-19-па 18 пин çын чирленине çирĕплетнĕ. Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тарăх, респираторлă вируспа чирлесси ытларах гриппа çыхăнман этиологи вирусĕсене пула пулса иртет.
 
Специалистсем прививка тума, çапла майпа чиртен сыхланма сĕнеççĕ. Привка туни уйрăмах хăрушлăх (риск) ушкăнне кĕрекен çынсемшĕн кирлĕ. Кунта ОРВИпе тăтăшах чирлекенсем, вăраха кайнă чирпе (вĕсен шутĕнче ÿпкепе, чĕрепе юн тымарĕ, ытлашши ÿт хушнипе тертленекенсем) аптăракансем кĕреççĕ.  Çавăн пекех хăрушлăх ушкăнĕнче - пĕчĕк ачасемпе ватăсем, йывăрлă хĕрарăмсем.
 
Паянхи кун тĕлне грипран республикăра 500 пин çын вакцинаци иртнĕ.
Просмотры: 47
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Анне – пирĕншĕн чи хаклă та кирлĕ çын

 Чи йывăр вăхăтра та тавралăха çутăрах, ăшăрах, хаваслăрах тума пулăшакан çынсем пур. Пирĕншĕн çавăн пек çын вăл – анне, Вера Геннадиевна Егорова. Анне – пирĕншĕн чи хаклă та кирлĕ çын.

 Çак кунсенче вăл 65-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Пирĕн анне, Вера Геннадиевна Егорова, 1961 çулхи октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ял Канашне кĕрекен Петровка паççулккинче çуралнă. Халĕ ăна Петровка ялĕ теççĕ. Вăл вăхăтра поселок шутланнă. Анне çемьере икĕ аслă пиччĕшĕ хыççăн виççĕмĕш ача пулса çитĕннĕ. Пиччĕшĕсем ăна юратнă, ялан хÿтĕлеме тăрăшнă, анчах вăл хăй те питĕ хастар хĕр ача пулнă, никама та кÿрентерме паман. Пĕчĕкренех пысăк хăвăртлăхран та, çÿллĕшрен те хăраман Вера: мотоциклпа çÿренĕ, юлантупа сиккипе хăваланă. Ял çыннисем пуçĕсене çеç сулнă: «Хăй çав тери пĕчĕкскер, хăюлăхĕ вара ытлашшипех», – тенĕ. Каçсерен ытти ачасемпе пĕрле питомнике вăрттăн çырла çиме чупнă. Кукаçи, Геннадий Анисимович, унта хуралта ĕçленĕ. Курас-тăвас пулсан аннене те хытă лекнĕ, апла пулин те сада кĕмесĕр пĕр каç та иртмен. Халĕ те çав кунсене аса илсе анне кулать, шăпах çав историсенче ĕнтĕ чăн-чăн телей тет.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 65
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
▶ видео
Пушкăртстанра Буздяк - Давлекан çулăн пĕр пайнне юсаса çĕнетнĕ
 
Республикăри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министертвинче «Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕпе Буздяк – Давлекан автоçулăн 4 çухрăмне мĕнле юсанине кăтартса панă. Юсав ĕçĕсем июнь уйăхĕнче пуçланнă.
Çак çул Буздяк тата Давлекан районĕсенчи 60 пин çынна çыхăнтарать. Унпа кунта пурăнакансем хăйсене канăс паман ыйтусемпе  район центрĕсене çитеççĕ тата М-5 «Урал» федераллă çул çине тухаççĕ. 2026 çулта наци проекчĕпе усă курса республикăра 170 çухрăм çула юсама тĕллев лартнă.
Просмотры: 81
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репост из «Радий Хабиров»

В третье воскресенье октября свой праздник отмечают работники дорожного хозяйства. В моей рубрике #ЖЗЛ_Башкортостан расскажу о представителе этой профессии – главном специалисте Управления дорожного хозяйства республики, заслуженном строителе Башкортостана Раисе Асаеве.

Раис Асаев родом из Уфы. Его отец-фронтовик, который прошёл Великую Отечественную войну, в свое время твёрдо сказал сыну: «Нашей стране нужны дороги, надо их строить». И эти слова стали для Раиса Аюповича ориентиром на всю жизнь.
 
В сфере дорожного хозяйства Раис Асаев – 45 лет. Он участвовал в строительстве многих важнейших в республике дорог: Кропачево – Малояз – Месягутово, Мишкино – Караидель, Явгильдино – Аскино, Бураево – Балтачево – Татышлы, Исянгулово – Зилаир, Уфа – Инзер – Белорецк и другие.
 
По его проектам возвели асфальтобетонные заводы в Хайбуллинском, Балтачевском, Белорецком и Архангельском районах. Раис Асаев руководил ходом реконструкции моста через реку Ик на дороге Октябрьский – Уруссу на границе с Татарстаном и строительством Южного подъезда к Уфе с мостом у «Каменной переправы».
 
Дело отца сегодня достойно продолжают сыновья. Рафаэль Асаев курирует строительство мостов через реку Белую в Уфе, капремонт мостовых переходов через реку Идяш в Буздякском районе и через реку Ходъяр в Бакалинском районе. Артур Асаев ведёт крупные городские проекты, в том числе развивает «Затон‑Восточный».
 
Поздравляю семью Асаевых и всех работников дорожного хозяйства с профессиональным праздником! Желаю доброго здоровья и благополучия!
Просмотры: 83
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Аттесене халалласа
 
 
Атте кунĕ ячĕпе мĕнпур вăйлă та ăслă аттесене саламлатпăр, Альбина Юрату çыравçăн сăввипе паллашма сĕнетпĕр. Сăвă пултăр парне.  
 
 
АТТЕ
 
Сÿнми телей тăван атте пурри –
Кăвар пекех вут-хĕмлĕ ун чĕри.
Ялта кил-çурт çĕкленĕ вăй хурса,
 Ĕçленĕ пурнăç юррине шанса.
Нихçан та кăтармасть ывăннине,
 Савса качча вăл илнĕ аннене.
Хуçаланать чăн туслăх çемьере,
Пин ыр сăмах янрать кĕрекере.
 
 Атте пехилĕ туптанать вутра,
 Вăл ăс пани нихçан путмасть шывра.
 Итлерĕм ачаран ыр сăмахне
 Такăрлатаса ун хыççăн мăн çулне.
 Атте ятне мухтатăп юрăра
, Васкатăп пулăшма пулса çумра!
 Атте ăшши пурин валли çитет,
 Атте чăн-чăн телей хакне пĕлет.
 
Хушса юрламалли:
 Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере сар кайăксем юрлаççĕ,
Чун юратнă аттене хĕвеллĕн саламлаççĕ.
Кайăк пек çунатланса çĕн юрă шăрататăп.
 Вăйлă, ăслă аттепе куллен мăнаçланатăп.
 
Альбина ЮРАТУ.
Просмотры: 89
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем уçнă
 
Авăркас районĕнчи Толбазă салинчи 3№ шкулăн стени çине ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем вырнаçтарнă. Çак пархатрлă ĕçе пурнăçлама пуçарупа салтаксен çывăх çыннисем тухнă пулнă, район администрациĕ вара май çитнĕ таран пулăшу панă.
 
Район центрĕнчи шкулта Салават Галиаскаров, Ильдар Мухамадьяров, Анатолий Никитин, Владимир Ренгач, Эдуард Алексеев, Азат Кутлугузин, Николай Дунов çĕршыв хÿтĕлевçисем тĕрлĕ çулсенче пĕлÿ илнĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Шел пулин те хаяр вăрçа пула каччăсен пурнăçĕсем ир татăлнă. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене паянхи тата пулас ăру яланах асра тытĕ, асăну хăмисем вара иртнине куç умне кăларса тăратма пулăшĕç. Паллах, паттăрсем çамрăксемшĕн патриотизмпа çарти хастарлăх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç.
Чыс та мухтав Тăван çĕршыв  хÿтĕлевçисене!
Просмотры: 90
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
2027 çулта Пушкăртстанра чи пĕчĕк  ĕç укçи 33,3 пин тенке çитме пултарать
 
Ăна хальлĕхе татса паман, анчах та ноябрь-декабрь уйăхĕсенче паллă пулмалла.
 
Раççей ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Антон Котяков РФ Патшалăх Думин бюджет тата налог енĕпе ĕçлекен комитет ларăвĕнче çĕршывра 2027 çулта чи пĕчĕк ĕç укçине (МРОТ) ÿстерме палăртнине пĕлтернĕ. Вăл 28 935 тенке çитмелле, хальхи вăхăтри кăтартупа танлаштарсан 6,8 % пысăкрах пулĕ.
 
Аса илтеретпĕр, Пушкăртстанра район коэффициенчĕ 15 % пур, çавна пула МРОТ виçи федералсем палăртнинчен пысăкрах пулмалла. 2026 çулта чи пĕчĕк ĕç укçи 27 093 тенкĕ пулнă пулсан, республикăра вăл 31 156,95 тенкĕпе танлашнă.
 
Енчен те федераллă МРОТ виçи 28 935 тенке çитсен, Пушкăртстанра вăл, район коэффициетне шута илсе, 33,3 пин тенкĕ пулмалла. Бюджен сферинче ĕçлемен çынсен ĕç укçийĕ пысăкрах та пулма пултарать. Мĕншĕн тесен республикăра ятарлă килĕшÿ тунă, унпа витĕмĕпе экономика секторĕнче ĕçлекенсене палăртнинчен 5,7 %  ытларах тÿлемелле. Çак принципа шута илсен вĕсен ĕç укçин виçи 35 пин тенкĕ урлă каçмалла.
Просмотры: 71
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Пушкăртстанри çăлавçă БПЛА операторĕ пулса тăнă

 Зианчура район администраци пуçлăхĕ Дамин Юланов пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан ялĕнчи çăлавçă пилотсăр вĕçекен системăсен операторĕ пулса тăнă.

 – Галиян çак утăма тĕплĕ шухăшласа тунă. Унта вăл хăй ирĕкĕпе çырăннă. СВО пуçланиччен МЧС службинче ĕçленĕ. Халĕ пирĕн ентеш Донецк Халăх Республикинче БПЛА çарĕсенче хĕсметре тăрать, – çырнă муниципалитет пуçлăхĕ

Çак кунсенче боец службăран хăйĕн пĕрремĕш отпускне таврăннă. Килте ăна амăшĕпе икĕ хĕрĕ (вĕсем студентсем) кĕтеççĕ.

 – Унта, малти линире, пурте пĕр çемье пек. Тĕрлĕ çынсем, тĕрлĕ кун-çул, апла пулсан та питĕ туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр, хÿтĕлетпĕр. Тăванлăхпа пĕрлĕх ăнлавсем – паянхи куншăн чи пĕлтерĕшли. Звани те, хисеп те мар, юлташсем юнашар пулни. Кунта уйрăм çитĕнÿшĕн паракан чи лайăх награда вăл – отпускăн хушма кунĕсем. Медальсем, Хисеп хучĕсем мар, аннене, хĕрсене ыталани, килти сывлăшпа сывлама май пурри мĕне тăрать. Эпир шăпах вĕсен лăпкă пурнăçĕшĕн унта çапăçатпăр, – тет çар çынни.

 БПЛА çарĕсене пухасси малалла пырать. Тĕплĕнрех +7-927-940-01-74 телефон номерĕпе ыйтса пĕлме пулать.
Просмотры: 93
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Пушкăртстанра кĕрхи ăшă кунсем вĕçленеççĕ, çанталăк сивĕтме пуçлĕ
 
Сивĕ сывлăш чикки килсе çитнĕ май, вырăн-вырăнпа çумăр çума пуçлĕ, çил çурçĕр-хĕвеланăçĕнчен 15-20 м/с хăвăртлăхпа вĕрĕ.
 
Иртсе пыракан эрне аномалиллĕ ăшă пулчĕ.  Вăтам Ази сывлăш калăпăшĕн витĕмĕпе сывлăш температури калама çук çÿлĕ шая çĕкленчĕ. Анчах та çак пулăм вĕçленсе пырать, пире сивĕ çанталăк кĕтет.
 
Пушкăртгидромет пĕлтернĕ тăрăх, çитес эрне пуçламăшĕнче республикăра пурăнакансемшĕн сивĕ кунсем килсе çитĕç. Октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче чылай районсенче сывлăшри температура кăнтăрла +8, +13 градуспа танлашĕ, кантăр-хĕвелтухăçĕнче +18 тытăнса тăрĕ. Сивĕ сывлăш чикки килсе çитнĕ май, вырăн-вырăнпа çумăр çума пуçлать, çурçĕр-хĕвеланăç енчен çил вăйлăланать – 15-20 м/с.
 
Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче сывлăш температури чакасси малалла тăсăлать: çĕрле +1, -4 градус, кăнтăрла +5, +10 градуса çитмелле.
Просмотры: 86
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репост из «Радий Хабиров»

▶ видео
Еще несколько важных слов о нашем Межвузовском студенческом кампусе – уверен, одном из лучших в стране.

Мы строим не просто большое общежитие для ребят. Мы создаем по-настоящему комфортную, современную среду, которая удовлетворяет всем запросам нашей молодежи. Здесь студенты будут учиться, заниматься наукой, спортом, творчеством, отдыхать и просто хорошо проводить время. Это уникальный проект, равных которому прежде не было в нашей республике – и мы рады, что у нас есть возможность его реализовать. Спасибо за поддержку нашему Президенту Владимиру Владимировичу Путину. Напомню, что работы на объекте мы ведем по нацпроекту «Молодежь и дети».

Строительство кампуса сейчас на финальной стадии. Уже завершили остекление двух из семи башен, подключили все коммуникации. Ежедневно на площадке работают 1,3 тысячи человек – чтобы уже в следующем году здесь кипела жизнь, рождались и воплощались в реальность самые смелые идеи.

В этом ролике – немного о том, как наш кампус будет выглядеть изнутри. По-моему, очень здорово)

Всем удачи!
Просмотры: 96
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Вся лента — после бесплатной регистрации
ВКонтакте Телеграм Одноклассники
Избранное в datool.ru

Следите за каналом в личном кабинете

Зарегистрируйтесь в datool.ru, чтобы добавить канал «Чувашская газета "Урал сасси"» в избранное и отслеживать его показатели.

Зарегистрироваться
Для владельцев каналов

Подтвердите свой канал

Войдите или зарегистрируйтесь в datool.ru, затем добавьте нашего бота в канал по инструкции в личном кабинете. После проверки владения замок исчезнет и вам станет доступно управление каналом.

Войти или зарегистрироваться

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти