▶ видео
Пушкăртстанра Буздяк - Давлекан çулăн пĕр пайнне юсаса çĕнетнĕ
Республикăри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министертвинче «Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕпе Буздяк – Давлекан автоçулăн 4 çухрăмне мĕнле юсанине кăтартса панă. Юсав ĕçĕсем июнь уйăхĕнче пуçланнă.
Çак çул Буздяк тата Давлекан районĕсенчи 60 пин çынна çыхăнтарать. Унпа кунта пурăнакансем хăйсене канăс паман ыйтусемпе район центрĕсене çитеççĕ тата М-5 «Урал» федераллă çул çине тухаççĕ. 2026 çулта наци проекчĕпе усă курса республикăра 170 çухрăм çула юсама тĕллев лартнă.