Анне – пирĕншĕн чи хаклă та кирлĕ çын
Чи йывăр вăхăтра та тавралăха çутăрах, ăшăрах, хаваслăрах тума пулăшакан çынсем пур. Пирĕншĕн çавăн пек çын вăл – анне, Вера Геннадиевна Егорова. Анне – пирĕншĕн чи хаклă та кирлĕ çын.
Çак кунсенче вăл 65-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Пирĕн анне, Вера Геннадиевна Егорова, 1961 çулхи октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ял Канашне кĕрекен Петровка паççулккинче çуралнă. Халĕ ăна Петровка ялĕ теççĕ. Вăл вăхăтра поселок шутланнă. Анне çемьере икĕ аслă пиччĕшĕ хыççăн виççĕмĕш ача пулса çитĕннĕ. Пиччĕшĕсем ăна юратнă, ялан хÿтĕлеме тăрăшнă, анчах вăл хăй те питĕ хастар хĕр ача пулнă, никама та кÿрентерме паман. Пĕчĕкренех пысăк хăвăртлăхран та, çÿллĕшрен те хăраман Вера: мотоциклпа çÿренĕ, юлантупа сиккипе хăваланă. Ял çыннисем пуçĕсене çеç сулнă: «Хăй çав тери пĕчĕкскер, хăюлăхĕ вара ытлашшипех», – тенĕ. Каçсерен ытти ачасемпе пĕрле питомнике вăрттăн çырла çиме чупнă. Кукаçи, Геннадий Анисимович, унта хуралта ĕçленĕ. Курас-тăвас пулсан аннене те хытă лекнĕ, апла пулин те сада кĕмесĕр пĕр каç та иртмен. Халĕ те çав кунсене аса илсе анне кулать, шăпах çав историсенче ĕнтĕ чăн-чăн телей тет.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/