Пушкăртстанри çăлавçă БПЛА операторĕ пулса тăнă

 Зианчура район администраци пуçлăхĕ Дамин Юланов пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстан ялĕнчи çăлавçă пилотсăр вĕçекен системăсен операторĕ пулса тăнă.

 – Галиян çак утăма тĕплĕ шухăшласа тунă. Унта вăл хăй ирĕкĕпе çырăннă. СВО пуçланиччен МЧС службинче ĕçленĕ. Халĕ пирĕн ентеш Донецк Халăх Республикинче БПЛА çарĕсенче хĕсметре тăрать, – çырнă муниципалитет пуçлăхĕ

Çак кунсенче боец службăран хăйĕн пĕрремĕш отпускне таврăннă. Килте ăна амăшĕпе икĕ хĕрĕ (вĕсем студентсем) кĕтеççĕ.

 – Унта, малти линире, пурте пĕр çемье пек. Тĕрлĕ çынсем, тĕрлĕ кун-çул, апла пулсан та питĕ туслă пурăнатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр, хÿтĕлетпĕр. Тăванлăхпа пĕрлĕх ăнлавсем – паянхи куншăн чи пĕлтерĕшли. Звани те, хисеп те мар, юлташсем юнашар пулни. Кунта уйрăм çитĕнÿшĕн паракан чи лайăх награда вăл – отпускăн хушма кунĕсем. Медальсем, Хисеп хучĕсем мар, аннене, хĕрсене ыталани, килти сывлăшпа сывлама май пурри мĕне тăрать. Эпир шăпах вĕсен лăпкă пурнăçĕшĕн унта çапăçатпăр, – тет çар çынни.

 БПЛА çарĕсене пухасси малалла пырать. Тĕплĕнрех +7-927-940-01-74 телефон номерĕпе ыйтса пĕлме пулать.
Просмотры: 100
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти