Республикăра миçе çын ОРВИпе чирлени паллă
Пушкăртстанра юлашки эрнере ОРВИпе, гриппа тата COVID-19-па 18 пин çын чирленине çирĕплетнĕ. Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тарăх, респираторлă вируспа чирлесси ытларах гриппа çыхăнман этиологи вирусĕсене пула пулса иртет.
Специалистсем прививка тума, çапла майпа чиртен сыхланма сĕнеççĕ. Привка туни уйрăмах хăрушлăх (риск) ушкăнне кĕрекен çынсемшĕн кирлĕ. Кунта ОРВИпе тăтăшах чирлекенсем, вăраха кайнă чирпе (вĕсен шутĕнче ÿпкепе, чĕрепе юн тымарĕ, ытлашши ÿт хушнипе тертленекенсем) аптăракансем кĕреççĕ. Çавăн пекех хăрушлăх ушкăнĕнче - пĕчĕк ачасемпе ватăсем, йывăрлă хĕрарăмсем.
Паянхи кун тĕлне грипран республикăра 500 пин çын вакцинаци иртнĕ.