Çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем уçнă
 
Авăркас районĕнчи Толбазă салинчи 3№ шкулăн стени çине ятарлă çар операцинче пуçĕсене хунă çичĕ паттăра асра тытса асăну хăмисем вырнаçтарнă. Çак пархатрлă ĕçе пурнăçлама пуçарупа салтаксен çывăх çыннисем тухнă пулнă, район администрациĕ вара май çитнĕ таран пулăшу панă.
 
Район центрĕнчи шкулта Салават Галиаскаров, Ильдар Мухамадьяров, Анатолий Никитин, Владимир Ренгач, Эдуард Алексеев, Азат Кутлугузин, Николай Дунов çĕршыв хÿтĕлевçисем тĕрлĕ çулсенче пĕлÿ илнĕ, малашлăх планĕсене палăртнă. Шел пулин те хаяр вăрçа пула каччăсен пурнăçĕсем ир татăлнă. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене паянхи тата пулас ăру яланах асра тытĕ, асăну хăмисем вара иртнине куç умне кăларса тăратма пулăшĕç. Паллах, паттăрсем çамрăксемшĕн патриотизмпа çарти хастарлăх тĕслĕхĕ пулса тăрĕç.
Чыс та мухтав Тăван çĕршыв  хÿтĕлевçисене!
Просмотры: 101
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти