Открытый канал ID 69362059452474

Чувашская газета "Урал сасси"

Республиканская общественно-политическая газета на чувашском языке, издающаяся в Башкортостане.

Каналов в рубрике
5 385
Место этого канала
№ 2 617
Открыть рубрику →

Публикации за период

По реакциям

Поиск и вся лента — после бесплатной регистрации. Свои даты — по подписке; владелец канала видит их бесплатно. Сортировка по реакциям — по подписке. Зарегистрироваться

Загрузка…

Ятарлă çар операцине хутшăннă арçыннăн çемйинче саккăрмĕш ача çуралнă
 
Калтасă районĕнчи Ильдарпа Эльвира Хафизовсен саккăрмĕш ача çуралнă. Арçын ачана янравлă та сайра тĕл пулакан ят панă – Алламир. Унăн ячĕпе хатĕрленĕ пĕрремĕш документа ашшĕпе амăшĕ районти ЗАГС уйрăмĕнче алла илнĕ.
 
Çемье пуçлăхĕ Ильдар Хафизов – ятарлă çар операцине хутшăннă, халĕ демобилизациленнĕ. Вăл çар ветеранĕ пулнă май обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн пайташĕ шутланать. Çавăнпа та Хафизовсене вĕсен çемйинчи паллă пулăмпа саламлама  Шаймуратов ячĕллĕ штабăн хастарĕсем килнĕ тесе пĕлтернĕ район администраци пуçлăхĕ Семен Цедилкин.
 
Сăмах май, маларах Федоровка районĕнчи Валиахметовсен çемйинче çиччĕмĕш ача çурални çинче хыпар пулнăччĕ.
Просмотры: 29
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Пушкăртстанра 17 çулхи çамрăк пĕр каçра икĕ автомобиль вăрланă
 
Çтерлĕри 17 çулхи яш пĕр каçра çак хулара пурăнакан 41 çулхи çыннăн икĕ автомобильне вăрланă.
 
Республикăри автоинспекци пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк каччă октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕрле килне таврăннă май, хулан Степной урамĕнчи уçă гаража асăрханă. Унта ют çĕршывра туса кăларнă икĕ машина тăнă. «Ниссан Альмерăн» салонĕнче зажигани уççине асăрханă. Вăрă хурçă ута чышса урама илсе тухнă та ăна хускатса Яшерган ялĕ еннелле çул тытнă. Анчах та çул çинче  юпана пырса тăрăннă. Ун хыççăн вăл пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта  автомобиле пăрахса хăварнă та малтанхи урама таврăннă. Кунта кил хуçи умĕнче тăракан «Рено Дастера» хускатса каллех çула тухнă.
 
«Ĕпхÿ – Эрĕнпур» çул çинче ăна çул-йĕр полици инспекторĕсем тытса чарнă. Пакунлă çынсем çак çын кам пулнине уçăмлатнă. Каччă чылайранпа çул çитмен ачасен пайĕнче учетра тăнă. Вăрласа кайнă автомобильсене хуçине тавăрса панă.
 
Çамрăк тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна 5 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Просмотры: 34
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репост из «Радий Хабиров»

Меньше чем через месяц Башкортостан вновь станет важной международной площадкой. 2–4 ноября Уфа примет фестиваль-форум «Российская креативная неделя – Евразия». Мероприятие пройдет в рамках нацпроекта «Туризм и гостеприимство» и соберет участников со всей страны и из-за рубежа. 

Принимать такое значимое событие для нас большая честь и ответственность. Благодарю президента АНО «Креативная экономика» Марину Монгуш за эту возможность.

Наша республика известна как один из самых креативных регионов России. В этой молодой сфере у нас трудится больше 10 тысяч предпринимателей. Мы разработали особые меры поддержки, в муниципалитетах и на уровне республики регулярно проводим «Часы креативных индустрий». В каждом городе и районе есть бизнес-шериф, который курирует это направление. Уже во второй раз в этом году будем вручать премию «Создатели» – кстати, церемонию награждения проведем именно в рамках Российской креативной недели. 

Что еще ждет участников форума? Мы запланировали несколько тематических площадок – для тех, кто работает в IT и медиа, снимает кино и рекламу, занимается музыкой и ее продвижением, а еще для архитекторов, дизайнеров и многих других. Будет что обсудить, о чем задуматься и что посмотреть. Подчеркну, что мы ждем не только тех, кто уже занят в креативных индустриях – приглашаем всех, кому интересна эта тема. Как знать, возможно, наш форум станет для кого-то хорошим стартом. 

Посмотреть программу Российской креативной недели и зарегистрироваться для участия можно на сайте: https://eurasia.creativityweek.ru/

Добро пожаловать!
Просмотры: 47
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Акнă вăрлăх сая кайманни савăнтарать

 Республика кунĕ умĕн Çтерлĕ хулинчи 11№ шкулта чăн-чăн пĕрлĕх уявĕ – 1-6 классене пĕрлештернĕ «Халăхсен туслăхĕн фестивалĕ» – иртрĕ. Пирĕн шкул сцени культурăсен калаçăвĕн уçлăхне çаврăнчĕ: кунта пушкăрт, вырăс, тутар тата чăваш чĕлхисем янăрарĕç.

Пушкăртстан историйĕ илемлĕ театр постановкисенче, халăх ташшисенче тата юрăсенче чĕрĕлсе пычĕ. Уйрăм тимлĕх пĕрремĕш классене уйăрчĕç. Ачасем сцена çине пĕрремĕш хут тухрĕç. Зал тăвăллăн алă çупма пуçласассăн хумхану туйăмĕ мăнаçлăхпа улшăнчĕ. Пĕчĕкскерсем Петр Хусанкайăн сăввисене вырăс тата чăваш чĕлхисемпе уйрăмах пысăк хавхаланупа шăрантарчĕç. Ку вĕсемшĕн килĕшÿпе туслăхăн тата пултарулăхăн пысăк тĕнчине тунă пĕрремĕш утăм пулчĕ. Куншăн «Туссем» театр студийĕн ертÿçине Людмила Растригинăна (Григорьева) пысăк тав.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 70
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репост из «Радий Хабиров»

Делегация Башкортостана работает в Узбекистане. Это один из главных партнеров нашей республики, с которым мы развиваем многостороннее взаимовыгодное сотрудничество.

Сегодня мы в Самарканде – туристической жемчужине этой замечательной гостеприимной страны. Поэтому один из вопросов, который обсудили с хокимом Самаркандской области Адизом Музафаровичем Бобоевым, касался развития прямого авиасообщения.

Также планируем совместную работу и в других направлениях. В частности, в сельском хозяйстве. 

По приглашению генерального директора компании Lasselsberger Йозефа Лассесбергера вместе с хокимом Ташкентской области Зойиром Тоировичем Мирзаевым в Самарканде посетили завод по производству стройматериалов Cemix. Сейчас мы ведем переговоры о расширении нашего взаимодействия с этим международным холдингом, поэтому сегодняшняя поездка – еще один шаг в этом направлении.

На завтра у нас тоже большие планы – на территории башкирско-узбекского технопарка «Бекабад» в Ташкентской области мы дадим старт строительству нашего первого завода. Обо всем обязательно расскажу.
Просмотры: 84
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
М-12 федераллă çул çинче шурă эрех тиенĕ фурăна вут хыпса илнĕ
 
М-12 автоçул çинче, Татăшлă сали çывăхĕнче, çулпа пынă чухне çăк туртаракан автомобиль çунма пуçланă.
 
«Мĕне пула?» текен ыйту çине хуравĕ тупăннă. Тикĕс çулпа пыракан автомобилĕн малтан кустăрми çурăлнă та вут хыпса илнĕ. Иртсе пыракансем видео çине çул тăрăх кусса пыракан çунакан покрышкă та ÿкерсе илнĕ. Вĕсем аякра çăк турттаракан автомобиль тăнине асăрханă.
Телее пăтăрмах вăхăтĕнче никам та сиенленмен. Вут-çулăмпа çунакан автомобиле
Просмотры: 98
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Пушкӑртстанра ҫу тухӑҫӗ 1 млн тоннӑран иртнӗ

Республикăра ҫу тăвакан культурӑсене вырас ĕç малалла пырать. Регионти ПР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрь уйăхĕн 19-мӗшӗ тӗлне аграрисем 622 пин гектар çинчи ҫу культурисене пухса 1 млн та 54 тонна ҫу вӑрлӑхне ҫапса илнĕ.

Пушкӑртстанри Ял хуҫалӑх министерстви пысӑк кӑтартусем тума отрасле техникăна ҫӗнетни тата "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси" наци проекчĕпе цифра технологийӗсене ӗҫе ярассипе çине тăрса ӗҫлени пулăшнă тесе пĕлтернĕ. Ҫу паракан культурӑсен шутне 710 пин тонна хӗвел ҫаврӑнӑш, 186 пин тонна рапс, 82 пин тонна йӗтӗн тата 68 пин тонна соя кĕнĕ. Асăннă культурăсен вӑтам тухӑҫӗ гектартан 17 центнерпа танлашать.

"Ҫу культурисен лайӑх тухӑҫне кӗтетпӗр — пӗр миллион тонна ытла", — тесе каланă правительствӑн вице-премьерӗ — ПР ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
Халĕ хӗвел ҫаврӑнӑш пуҫтарас ĕç хӗрсех пырать. Хальлӗхе 370 пин гектар ҫапса илнĕ, ку пӗтӗм калӑпӑшӑн 76 проценчӗ пулать.
Пушкӑртстанри ҫу тăвакан предприятисем ҫулталӑкне 400 пин тонна яхӑн ӳсен-тӑран ҫӑвӗ туса илеҫҫӗ, çакă республикăна кирлинчен сакӑр хут пысӑкрах.
Просмотры: 78
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Кураври кашни ĕçре чун ăшши палăрнă
 
Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи культура çуртĕнче «Алă ĕçĕ – халăх чунĕ» ятпа илемлĕ ĕçлев куравĕ иртнĕ. Хăйсен ĕçĕсене куракансене хак пама ял хутлăхĕнче пурăнакан Елена Никитина, Зоя Абдуллина, Нина Яковлева, Людмила Никитина ал ĕç ăстисем тăратнă.
 
Кураври япаласемпе паллашнă май ал ĕç ăстисен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне хак панă. Кунта бисертан хатĕрленĕ япаласем те, йалана кĕнĕ чăваш тĕрри те, наци тумĕллĕ пуканесем те, акварельпе ÿкернĕ ÿкерчĕксем те, тăмран хатĕрленĕ теттесем те пулнă. Кашнинех куçпа курнă хыççăн тытса пăхас килнĕ.
 
«Ăстаçăсене йыхравласан вĕсем курава хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Вĕсем хăйсем ăсталанă ĕçсемпе хăнасене  чунĕсене уçса та ăшшăн каласа пани мĕне тăрать. Çакăн пек куравсене эпир малашне те йĕркелĕпĕр, çапла майпа хамăрăн ентешсене вырăнти алĕç пултарулăхĕпе паллаштарăпăр.
 
Ăстаçăсене вĕсен ылтăн аллисемшĕн, пултарулăха аталантарнăшăн тав тăватпăр. Пурне те хавхалану тата ăнăçу сунатпăр», - тенĕ культура ĕçченĕсем ялти курав пирки пĕтĕмлетÿ тунă май.
Просмотры: 76
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
19 ҫулхи хӗре теракт тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ
Пушкӑртстанра терроризмла ĕç тума хатӗрленни ҫинчен калакан статьяпа 19 ҫулхи хӗр суд умне тӑнӑ.
Хими енĕпе ăнкаруллă ҫамрӑк хӗр 2024 ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа июль уйӑхӗччен бомба хатĕрленĕ, ăна промышленность предприятийӗнче сирпӗтме шутланӑ.
Усал шухӑшлӑ хӗрĕн килĕнче сирпӗнекен япаласем тата терактсем тумалли пособи тупнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл преступлени планӗ пирки шухӑшласа вырӑнта разведка ӗҫӗ туса ирттернĕ.
Пушкӑртстанри следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗре республикӑри следстви управленийӗн тата ФСБ ӗҫченӗ тытса чарнӑ. Суд 19 çулхи хĕре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха хупнă.
Просмотры: 78
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Георгий Сидоров ăсчах пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ

 Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче йывăр чире пула паллă инженер-изобретатель, техника наукисен докторĕ Георгий Маркелович Сидоров профессор пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

 Георгий Сидоров Авăркас тăрăхĕнчи Таштамак ялĕнче 1961 çулхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулта вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри химипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта техникума палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими тата нефтьпе газа тирпейлекен заводсен оборудованийĕсем» специальноçа алла илнĕ, Ĕпхÿри нефть университетне вĕренме кĕнĕ. 1985 çулта института палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими производствин машинисем тата аппарачĕсем» специальноçа алла илнĕ. Распределенипе ăна Ĕпхÿри резинăпа техника изделийĕсен заводне ĕçлеме янă. Вăл смена мастерĕнчен пуçласа участок пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ.

 1988 çулта А.А. Кондратьев профессор чĕннипе Ĕпхÿ патшалăх нефтьпе техника университетне «Хими технологийĕнчи процессемпе аппаратсем» кафедрăна таврăннă. 1988-2005 çулсенче инженер, наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Аспирантура (1992 ç.), докторантура (1998 ç.) пĕтернĕ. 1993 çулта кандидат, 1999 çулта доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 88
Перейти в пост Открыть в MAX Сообщить о неточности
Вся лента — после бесплатной регистрации
ВКонтакте Телеграм Одноклассники
Избранное в datool.ru

Следите за каналом в личном кабинете

Зарегистрируйтесь в datool.ru, чтобы добавить канал «Чувашская газета "Урал сасси"» в избранное и отслеживать его показатели.

Зарегистрироваться
Для владельцев каналов

Подтвердите свой канал

Войдите или зарегистрируйтесь в datool.ru, затем добавьте нашего бота в канал по инструкции в личном кабинете. После проверки владения замок исчезнет и вам станет доступно управление каналом.

Войти или зарегистрироваться

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти