19 ҫулхи хӗре теракт тума хатӗрленнӗшӗн айӑпланӑ
Пушкӑртстанра терроризмла ĕç тума хатӗрленни ҫинчен калакан статьяпа 19 ҫулхи хӗр суд умне тӑнӑ.
Хими енĕпе ăнкаруллă ҫамрӑк хӗр 2024 ҫулхи март уйӑхӗнчен пуҫласа июль уйӑхӗччен бомба хатĕрленĕ, ăна промышленность предприятийӗнче сирпӗтме шутланӑ.
Усал шухӑшлӑ хӗрĕн килĕнче сирпӗнекен япаласем тата терактсем тумалли пособи тупнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл преступлени планӗ пирки шухӑшласа вырӑнта разведка ӗҫӗ туса ирттернĕ.
Пушкӑртстанри следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗре республикӑри следстви управленийӗн тата ФСБ ӗҫченӗ тытса чарнӑ. Суд 19 çулхи хĕре пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха хупнă.
Просмотры: 78
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти