Георгий Сидоров ăсчах пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ
Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче йывăр чире пула паллă инженер-изобретатель, техника наукисен докторĕ Георгий Маркелович Сидоров профессор пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Георгий Сидоров Авăркас тăрăхĕнчи Таштамак ялĕнче 1961 çулхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулта вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри химипе технологи техникумне вĕренме кĕнĕ. 1980 çулта техникума палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими тата нефтьпе газа тирпейлекен заводсен оборудованийĕсем» специальноçа алла илнĕ, Ĕпхÿри нефть университетне вĕренме кĕнĕ. 1985 çулта института палăртуллă дипломпа пĕтерсе «Хими производствин машинисем тата аппарачĕсем» специальноçа алла илнĕ. Распределенипе ăна Ĕпхÿри резинăпа техника изделийĕсен заводне ĕçлеме янă. Вăл смена мастерĕнчен пуçласа участок пуçлăхĕ таран çĕкленнĕ.
1988 çулта А.А. Кондратьев профессор чĕннипе Ĕпхÿ патшалăх нефтьпе техника университетне «Хими технологийĕнчи процессемпе аппаратсем» кафедрăна таврăннă. 1988-2005 çулсенче инженер, наука сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Аспирантура (1992 ç.), докторантура (1998 ç.) пĕтернĕ. 1993 çулта кандидат, 1999 çулта доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

Просмотры: 88