Пушкăртстанра 17 çулхи çамрăк пĕр каçра икĕ автомобиль вăрланă
 
Çтерлĕри 17 çулхи яш пĕр каçра çак хулара пурăнакан 41 çулхи çыннăн икĕ автомобильне вăрланă.
 
Республикăри автоинспекци пĕлтернĕ тăрăх, çамрăк каччă октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕрле килне таврăннă май, хулан Степной урамĕнчи уçă гаража асăрханă. Унта ют çĕршывра туса кăларнă икĕ машина тăнă. «Ниссан Альмерăн» салонĕнче зажигани уççине асăрханă. Вăрă хурçă ута чышса урама илсе тухнă та ăна хускатса Яшерган ялĕ еннелле çул тытнă. Анчах та çул çинче  юпана пырса тăрăннă. Ун хыççăн вăл пăтăрмах пулса иртнĕ вырăнта  автомобиле пăрахса хăварнă та малтанхи урама таврăннă. Кунта кил хуçи умĕнче тăракан «Рено Дастера» хускатса каллех çула тухнă.
 
«Ĕпхÿ – Эрĕнпур» çул çинче ăна çул-йĕр полици инспекторĕсем тытса чарнă. Пакунлă çынсем çак çын кам пулнине уçăмлатнă. Каччă чылайранпа çул çитмен ачасен пайĕнче учетра тăнă. Вăрласа кайнă автомобильсене хуçине тавăрса панă.
 
Çамрăк тĕлĕшпе икĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна 5 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Просмотры: 34
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти