Ятарлă çар операцине хутшăннă арçыннăн çемйинче саккăрмĕш ача çуралнă
Калтасă районĕнчи Ильдарпа Эльвира Хафизовсен саккăрмĕш ача çуралнă. Арçын ачана янравлă та сайра тĕл пулакан ят панă – Алламир. Унăн ячĕпе хатĕрленĕ пĕрремĕш документа ашшĕпе амăшĕ районти ЗАГС уйрăмĕнче алла илнĕ.
Çемье пуçлăхĕ Ильдар Хафизов – ятарлă çар операцине хутшăннă, халĕ демобилизациленнĕ. Вăл çар ветеранĕ пулнă май обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, СВО ветеранĕсен ассоциацийĕн пайташĕ шутланать. Çавăнпа та Хафизовсене вĕсен çемйинчи паллă пулăмпа саламлама Шаймуратов ячĕллĕ штабăн хастарĕсем килнĕ тесе пĕлтернĕ район администраци пуçлăхĕ Семен Цедилкин.
Сăмах май, маларах Федоровка районĕнчи Валиахметовсен çемйинче çиччĕмĕш ача çурални çинче хыпар пулнăччĕ.

Просмотры: 29