Пурне те ăшăтакан амăшĕн чĕри



 Паян нумай ача амăшĕ, культура ӗҫченӗ тата уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, Маргарита Фалалеевна Петрова, ҫинчен каласа парас килет. Пӗр ачана çитĕнтересси те пĕчĕк ĕç мар, кашнине вӗҫĕ-хӗррисӗр юратупа, тӑрӑшулӑхпа ҫавӑрса пилӗк ача ӳстересси вара чӑн-чӑн амӑш паттӑрлӑхӗ. Шӑпах ҫавӑн пек пархатарлă ĕç пурнӑҫланӑ та Маргарита Петровапа мӑшӑрӗ.

 – Эпĕ Авăркас тăрăхĕнчи Шланлӑ ялӗнче 1953 ҫул хӗллехи сивӗ кунсенчен пĕринче, январь уйăхĕн 24-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ. Пирӗн ҫемье пысăк пулнӑ, эпир çиччĕн ӳснӗ, эпĕ – чи асли. Ултӑ ҫул тултарсан 1-мӗш класа шкула кайрăм. Вăл вăхăт тĕлне эпӗ вулама, ҫырма, шутлама пӗлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа мана вӗренме илчӗҫ. Пиллĕкре чухне аннен йӑмӑкӗ Ҫӗпӗре ача пӑхма илсе кайрӗ, вӑл мана вулама, ҫырма, шутлама вӗрентрӗ. Çавӑнтан вырӑсла калаҫма вӗренсе килтӗм. Улттăмӗш класс хыҫҫӑн ҫуллахи каникулта колхоз пахчине ӗҫлеме кайрӑм, унта хӗрарӑмсемпе пӗрле ҫырмаран кӗвентепе шыв йӑтса кишӗр, хӑяр, помидор, купӑста йăранĕсене шӑвараттӑмӑрччӗ. Аслӑрах классенче йĕтем ҫине ӗҫлеме ҫӳреттӗмӗр, шкула кайма тумтир туянма ӗҫ укҫи ĕçлесе илеттĕмĕр. 

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 343
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти