Пелепей хулинче Перкет банкĕн çĕнетнĕ офисне уçнă



Паянхи  пурнăç çĕнĕлĕхсемпе пуян. Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Глобализаци витĕмĕ, çĕнĕ технологисем нумайланса пынă май кашни сферăрах  улшăнусем пулса иртеççĕ. Çавна пулах çынсен çĕнĕлле пурăнма хăнăхма тÿр килет.

Акă, банк тытăмне кăна илер. Темиçе çул каялла коммунналлă тăкасене Перекет банкĕсенчи е почта уйрăмĕнчи касса урлă черет тăрса тÿлеттĕмĕр пулсан, паян интернетпа усă курса укçа-тенке килтех куçарма пулать. Ку вăл çамрăк ăрушăн питĕ меллĕ. Аслисем вара кивĕ йăлана пăрахмаççĕ – Перкет банкнех çитме васкаççĕ. Çавăнпа та вĕсене те çĕнетсе хăтлă та капмар çуртсене çавăраççĕ.

Ĕнер, ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Пелепей хулинчи Войков урамĕнчи 115-мĕш çуртăн ăшчикне юсанă хыççăн Перкет банкĕн çĕнетнĕ офисне уçнă. Саванăçлă церемоние Пелепей район администраци пуçлăхĕн предпринимательствăна аталантарас енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Гордиенко, Перекет банкĕн Пушкăртстанри  уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Лилия Читнева хутшăннă. Мероприятие Светлана Алексеева офис ертÿçи ертсе пынă, вăлах пухăннисене юсав ĕçĕсем хыççăн пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 52
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти