Аннерен хаклă çын çук



Анне пур çыншăн та хаклă çын, вăл пурнăçра пĕрре кăна пулать. Вăл кил вучахне пăхса тăракан ырă пирĕшти, çемье тĕрекĕ. Унăн чун ăшши пур кил-йыш валли те çитет.

 Çут тĕнчене килсенех анне пире алли çине илсе, ачашшăн сиктерсе кăкăр сĕчĕпе ÿстерет. Пепкисем пĕрремĕш утăмĕсене тунине курса, пуçласа «анне» сăмаха каланине илтсе савăнать. Ачисемшĕн кунĕн-çĕрĕн ырми-канми ĕçлет. Тĕпренчĕкĕсем çĕршыва усăллă çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшать, вĕсене ĕçлеме, çынсемпе хутшăнма вĕрентет.

 Анне пире ĕçе тĕплĕн тума вĕрентетчĕ. Пĕчĕк пулсан та вăй çитнĕ таран ăна пулăшаттăмăр. Эпир тăрăшнине курса куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулатчĕç, вăл пире пуçран шăлса ачашлатчĕ, мухтатчĕ. Ӳссе çитĕнсен те йывăр вăхăтра пире канашпа пулăшатчĕ, калаçса чуна ăшăтатчĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 71
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти