2027 çулхи юлашки шăнкăравсемпе ăсату каçĕсен кунĕсем паллă

2027 çулхи юлашки шăнкăравсемпе  ăсату каçĕсен кунĕсем паллă

Раççей Çут ĕç министерстви 2026-2027 вĕренÿ çулĕнче юлашки шăнкăравсемпе выпусниксен каçĕсене ирттермелли пĕрлехи кунсене пĕлтернĕ. Тивĕçлĕ сĕнÿсене çĕршыври пур региона та , çав шутра Пушкăртстана та, янă.

Документпа килĕшÿллĕн юлашки шăнкăравсене май уйăхĕн 26-мĕшĕнче (юн кун), ăсату каçĕсене июнь уйăхĕн 26 (шăмат кун) е 27-мĕшĕнче (вырсарни кун) ирттерме сĕнеççĕ. Ведомство пуçлăхĕ Сергей Кравцов пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлехи датăсем шкул ачисем валли пĕр тан условисем туса пама тата ачасене пĕтĕмлетÿ экзаменĕсене хатĕрленме кирлĕ вăхăт уйăрма май парĕç.

Савăнăçлă мероприятисен программине Патшалăх ялавне çĕклес тата РФ гимнне шăрантарас, нумай ачаллă тата нумай сыпăклă çемьесене чыслас церемонисене, çавăн пекех вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен, çав шутра патшалăх наградисене тивĕçнисемпе ятарлă çар операцийĕсене хутшăннисен сăмахĕсене кĕртме сĕнеççĕ.
Мероприятисене ирттернĕ чухне комплекслă хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнассине тата сусăр вĕренекенсем валли хăтлă хутлăх туса парассине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла.
Просмотры: 27
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти