Ултавҫӑсене укҫа пама Мускава çитнĕ

Ултавҫӑсене укҫа пама Мускава çитнĕ
 

 ПР Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, октябрь уйӑхӗнче Çтерлĕ хулинче пурӑнакан хӗрарӑм патне пĕлмен ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ, хăйсене социаллӑ службӑсен ӗҫченӗсем тесе шантарнă, тивĕçлĕ тӳлевсем пирки каланӑ, документсем хатӗрлеме пулӑшу сӗннӗ. Унтан калаҫӑва право сыхлакан органсен ĕçченĕсем хутшӑннă, хӗрарӑма инструкцисене пурнӑҫлама ӳкӗте кӗртнĕ. 
 Видеоҫыхӑну валли ятарлă приложенисем вырнаҫтарма ыйтнӑ. Унтан «укҫана упрас» тесен пухнă укçа-тенке счетран хывса илме хушнă. Хӗрарӑм банка килсе 1,3 млн тенкӗ ытла илнӗ. Банк ӗҫченӗ унпа профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ, анчах вӑл хӑй палăртнине пурнăçланă.


 Ултавҫӑсем хушнипе вăл укҫана хура пакета хурса Мускаври Тӗп банка "экспертизӑна"илсе ҫитерме васканă. Хĕрарăм хăна çуртне маларах бронь туса çĕршывăн тĕп хулине самолетпа вĕçнĕ. Ирхине хăна çурчĕ ҫывӑхӗнчи аллейӑна тухса палламан хӗре пакетне панă, унта 1 млн та 330 пин тенкӗ ытла укçа пулнă. Хӗрарӑм хăй перекетленĕ укçине сыхласа хăварнине ӗненнӗ.


 Килне таксипе таврăннă. Вӑхӑт иртсен шӑнкӑравлакансем ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ултава ӑнланса илсен хӗрарӑм полицие ҫитнӗ. РФ Уголовлă кодексăн уйрӑмах пысӑк виҫепе улталани çинчен калакан 159-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнă.
Просмотры: 27
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти