Çтерлĕри Кĕр сăри йăхташсене йышлă пухрĕ

Çтерлĕ хулинчи Чăвашсен наципе культура автономийĕпе «Тавах» чăваш халăх ансамблĕ çуллен иртекен «Кĕр сăри» уявне йĕркелесе ирттерчĕç.
Уява хулари «Телей» чăваш ансамблĕ, Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнчи «Селяночка», Авăркас районĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнчи «Рябинушка», Салават хулинчи чăваш пĕрлĕхĕн ертÿçи Ирина Степанова хутшăнчĕç. «Рябинушка» çамрăк ансамбль пулсан та çитĕнÿсемпе савăнтарчĕ. Вĕсем пуçласа урăх çĕре тухса çынсене пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.
Кăçал кĕр яланхи пек «мăнтăр» пулчĕ. Курав валли ылтăн алăллă кил хуçи арăмĕсем тĕрлĕрен апат-çимĕç, кукăль-хуплу, икерчĕ-пÿремеч, йăвасем, ырашпа хăмларан темиçе тĕрлĕ сăра хатĕрленĕччĕ. Ал ĕçĕсен хушшинче наци тумĕн пайĕсене, пукан çине витмелли хатĕрсене, тĕрĕ-эрешсене курма пулчĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

Просмотры: 134