Чĕрĕ чулăн ăшши чĕрере те ăшă туйăмсем çуратать
Анне кунĕ умĕн Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял культура çуртĕнче «Çĕнетни. Чĕрĕ чулăн ăшши» («Перезагрузка. Тепло живого камня») ятпа чулсене акрил краскипе сăрламалли ăсталăх класĕ иртнĕ. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе ашшĕсене, мăшăрĕсене чĕннĕ.
Пултарулăх ĕçне пикениччен малтан мероприятие пухăннă çынсем Лилия Саматоева психолог арт-терапи çинчен каласа панине итленĕ. Çавăн пекех вăл мĕнле тĕрĕс ÿкермелли, ÿкернĕ чухне çынра мĕнле ырă улшăнусем пулса иртни çинче чарăнса тăнă.
Вырăнти юрă-ташă коллективĕн ертÿçи Клара Семенова акрил краскăсемпе мĕнле ĕçлемелли тата чулсене сăрланă чухнехи уйрăмлăхсем пирки кĕске инструктаж ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче пулĕмре кăмăллă та ăшă лару-тăру хуçаланнă, амăшĕсем кулленхи ĕçсене манса чунпа канма пултарнă. Мероприяти вĕçленнĕ май тĕлпулăва хутшăнакан кашни çынах хăйсен аллипе хатĕрленĕ парнене – чул çинчи ÿкерчĕке – пĕрле килĕсене илсе кайнă.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 36