Пирус туртнӑшӑн штраф 2 пин тенкӗ таран ӳсме пултарĕ
Пушкӑртстан депутачӗсем административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан кодекса тӳрлетӳсем кӗртме сӗннӗ. Кун пирки социаллă сетьсенче Курултай председателӗ Андрей Назаров пĕлтернĕ.
Сӑмахран, обществӑлла вырӑнсенче пирус туртнӑшӑн штраф икĕ пин тенкӗ таран ӳсме пултарать, ҫуртсемпе чарӑнусен стенисене ÿкерншӗн – пĕр пин тенкӗ таран. Халӗ пирус туртнӑшӑн штраф пӗрремӗш хут 500 тенкӗпе танлашать, тепӗр хут лексен – пĕр
пин тенкĕ. Вандализм тата йӳнӗрех ларать - 300 тенкӗ штраф тÿлемелле. Депутатсем ӑна 500-1000 тенкӗ таран ӳстерме сӗннӗ – штаф хисепĕ йӗркене пӑснин сиенĕпе килӗшсе тӑмалла. Ҫын общество пурлӑхне е таврари ҫынсен хӑтлӑ хутлӑх правине пӑссан яваплӑх формишĕн кăна пулмалла мар, - тесе ҫырнӑ Андрей Назаров.