Кирлинчен виҫӗ хут ытларах сахăр туса илнĕ
Пушкӑртстанри сахӑр завочӗсенче ĕç вĕресе тăрать. Регионти Ял хуҫалӑх министерствин оперативлӑ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Чишма сахӑр заводӗнче тата "Раевсахар" компанире 830 пин тонна ытла пылак тымара ĕçе кĕртме хатӗрленӗ, вӗсенчен 800 пин тоннине тирпейленӗ те ӗнтӗ.
«Икӗ предприяти пурӗ 116,5 пин тонна сахӑр туса кăларнă. Ку региона кирлинчен виҫӗ хут ытларах, — палӑртнă ПР Ял хуҫалӑх министерствинче. - Регионти кӑшман тирпейлекен предприятисен ӗҫӗ «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проекчĕн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме пысӑк тӳпе хывать».
Кӑҫал республикӑра сахӑр кӑшманӗн лаптӑкӗ 40 пин гектара яхӑн пулнӑ. Паян тымар çимĕçе пĕтĕмпех пуҫтарса илнӗ, унăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ 1,6 млн тоннӑран иртнӗ, вӑтам тухӑҫ гектартан 400 центнерпа танлашнă.