Хӗл Мучин резиденцийӗ декабрь уйăхĕн 26-мӗшӗнче уҫӑлӗ
Ĕпхÿ хулинчи ҫӗнӗ ҫулхи тӗп лапам уявччен темиҫе кун маларах хӑнасене йышӑнма пуçлĕ. Хула влаçĕсем Ĕпхÿри хула Канашӗ патӗнчи лапамра вырнаҫнӑ Хӗл Мучин резиденцийӗ декабрь уйăхĕн 26-мӗшӗнче килекенсем валли уҫӑласси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Халӗ резиденци территорийӗнче хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ: специалистсем кирлӗ конструкцисем вырнаҫтараҫҫӗ, йĕри-тавра илемлетеҫҫӗ. Иртнĕ çул резиденци декабрь уйăхĕн 25-мӗшӗнче - пӗр кун маларах - ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ӗҫленӗ чух уяв площадкине 200 пин ытла ҫын килсе кайнӑ.
Хула Канашӗ патӗнчи ҫӗнӗ ҫул резиденцийӗ яланхи пекех Ĕпхÿри чи чаплӑ уяв вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑрать: кунта Хӗл Мучипе тата Юр пикепе тӗл пулусем иртеҫҫӗ, ачасемпе аслисем валли фотозонăсемпе кану программисем ӗҫлеҫҫӗ.