Çĕнĕ çулта та пирĕнпе пĕрле пулăр
Хаклă туссем, 2027 çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас кампани малалла тăсăлать. Вăл вĕçлениччен 25 кун юлчĕ. Апла пулсан паян тумалли ĕçе ырана хăварас марччĕ.
«Урал сасси» хаçата яланхи пекех почта уйрăмĕсем е почтальонсем урлă çырăнса илме пулать. Унăн хакĕ çур çула – 659 тенкĕ те 88 пус, индексĕ – П2754. Çулталăка çырăнса илес тесен 1249 тенкĕ те 82 пус тÿлемелле, индексĕ – П3362. Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула хăвăра килĕшекен кăларăма çырăнса илме йывăрлăхсем сиксе тухсан редакцие 8 (347 86) 4-22-81 номерпе шăнкăравлăр, эпир сире пулăшма яланах хатĕр.
Хаçата çырăнса лотерея вылявне хутшăнакансем, телей пÿрсен, парнеллĕ пулĕç. Çавăнпа та сирĕн çырăнтару квитанцин копине редакцине ярса памалла. Çакăн валли тĕрлĕ мелсем пур: почта урлă çырупа, электронлă адреспа – uralsassi@mail.ru тата 8-963-46-44-44 телефонпа Ватсап е Макс çине ямалла.
Просмотры: 70