Тинĕскÿлте «Чăваш ăстисен асамлă тĕррисем» фестиваль иртнĕ


 
Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл культура çуртĕнче Чăваш тĕрри кунĕ умĕн (ăна кашни çул 2020 çултан пуçласа ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) «Чăваш ăстисен асамлă тĕррисем» фестиваль иртнĕ. Асăннă мероприяти пухăннисене халăх ÿнерĕн пуян еткерĕпе тата йăли-йĕркипе паллаштарнă. Фестиваль хăнисем чăваш тĕррисене çывăхрах хак пама, вĕсен уйрăмлăхĕсене курма тата ал ĕç ăстисен ĕçĕсене алла тытса киленме пултарнă.
 
Уяв прогпаммипе килĕшÿллĕн тĕрленĕ ĕçсен куравне Ĕпхÿрен, таврари Йăмран,  Сихун, Суук Чишма тата Тинĕскÿл ялĕсенчен килнĕ  Вера Тарасова, Елена Степанова, Галина Ефимова, Ирина Бахарева, Людмила Павлова, Любовь Иванова, Светлана Матвеева ăстаçăсем тăратнă. Уйрăмах икĕ енлĕ тĕрлессипе ирттернĕ ăсталăх тĕпелĕ (мастер-класс) нумайăшне кăсăклантарнă: унта хутшăнакансем çак хăйне евĕр технологипе паллашнă, вырăнтах  хăйсене тĕрĕ ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхнă.
 
 Уяв кăмăлне çĕклеме пултарулăх коллективĕсен юрри-ташши пулăшнă. Хăнасем «Пилеш» халăх ансамблĕн, «Элем» ушкăнăн тата Светлана Матвеева юрăçăн юрри-кĕввине хапăл туса йышăннă.  Фестиваль чăн та чăваш культурине аталантарас, ăна халăх хушшинче сарас енĕпе хăйĕн тĕллевне туллин пурнăçланă.
Просмотры: 69
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти