Экологи министерстви хăмăр упана тытмалли çĕнĕ йĕркесемпе паллаштарнă
Вăл кăçалхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пурнăçа кĕме пуçлать.
Пушкăртстанра юлашки 10 çул хушшинче упасен шучĕ ÿснĕ – 1700 пуçран 2700-ре çити. Регионти çут çанталăкпа усă куракан тата экологи министрĕ Нияз Фазылов пĕлтернĕ тăрăх, кашни çул асăннă чĕр чуна квотăпа палăртнă чухлĕ персе тытаймаççĕ.
«Сунарçăсене хавхалантарма халĕ республикара пĕр упа тытнăшăн 50 пин тенкĕ тÿлеме шантарнă. 2026-2027 çулсенчи сезонра лимитпа 631 упа тытма ирĕк панă», - палăртнă çÿлерех асăннă ведомствăн ертÿçи.
Çав вăхăтрах сунарта хăмăр утамана тытас ĕçре Раççейре çĕнĕлĕхсем те кĕртнине асăрхаттарнă.
Раççĕй Çут çанталăк министерствин çĕнĕ правилисем 2026 çулхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пурнăçланма пуçлĕç. Çĕнĕ йĕркесемпе усă курма тытăнсан, упа сунара çÿресе палăртнă лимитпа тытмалли чĕр чунсен спикокĕнче пулмĕ. Анчах та ăна персе тытмалли норматив шута илнĕ чĕр чунсен (кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне) 30 процентне (маларах 5 проценран пуçласа 30 çитнĕ) çитмелле. Регион ертÿçисем хăмăр упасем çине сунара çÿремелли вăхăта чакарма е ÿстерме пултараççĕ, анчах та çак тапхăр сунар правилинче çырнинчен 60 кунран ытлашши пулмалла мар.