Çӗнӗ ҫул лапамĕсем маларах уҫӑлӗҫ
Пушкӑртстан правительствинче Ҫӗнӗ ҫул тĕлне пысӑк план ҫирӗплетнӗ: 636 пӑр хули тата 319 çухрăм
иллюминаци. Анчах çанталăк
хӑйӗн тӳрлетӗвӗсене кӗртет — юлашки ҫулсенчи юрсӑр
декабрь уйăхĕсем плансене улӑштарма хистеҫҫӗ.
Хĕл пуçламăшĕнче юр ларманнине пула хула тата район администрацийӗсенче лапамсене ҫутӑпа
тата арт-объектсемпе илемлетме палăртаççĕ.
Пушкӑртстанра пурӗ 1 697 уяв чӑрӑшӗ, 1723 арт-объект, ҫавӑн
пекех 271 тӑвайкки вырнаҫтарӗҫ.
Ĕпхÿ хулинче 25 пӑр лапамĕ
ӗҫлӗ, Çтерлĕ хулинче – тӑххăр.
ПР çурт-йĕр коммуналлă хуçалăх министрӗ Ирина
Голованова декабрь уйăхĕн 11-мӗшӗччен ҫуртсене, урамсене тата
обществăлла вырăнсене çутăсемпе илемлетмеллине пӗлтернĕ. Декабрь уйăхĕн -15 мӗшӗ
тӗлне чӑрӑшсене вырнаҫтарса пӗтерӗҫ, декабрĕн 25-мӗшӗ тӗлне ҫӗнӗ ҫул лапамĕсене
уçĕç.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий
Хабиров правительствин оперативлӑ канашлăвĕнче ял-хулара уяв площадкисене
срокран иртерех хатӗрлесе пĕтернĕ хушăра маларах уçма сĕннĕ.