Шкул автобусĕ çул-йĕр инкекне лекнĕ
Паян, ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, ирхине республикăри пĕр районта ачасене шкула турттаракан автобус çул-йĕр пăтăрмахне лекнĕ. Шкула кайнă чухне ун çине хыçалтан «МАN» автомобиль пырса кĕнĕ. Автобусра 9 вĕренекен пулнă тесе пĕлтернĕ правительство премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев.
Унăн сăмахĕ тăрăх, никам та суранланман.
«Вĕренекенсем пурте хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе çыхăннă пулнă. Çакă питĕ те пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл пысăк инкекрен сыхланма пулăшать. Ачасене медицина ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ. Суранланнисем тупăнман. Ашшĕ- амăшĕсемпе водительсене тепĕр хут асăрхаттарасшăн: хăрушсăрлăх пиçиххине хăвăр çаклатăр, ачасене те çапла тума хистĕр. Хăрушсăрлăх пиçиххийĕ пăтăрмахлă лару-тăрура чăннипех пурнăçа çăлса хăварма пулăшать», - палăртнă Урал Кильсенбаев.
ПР Патшалăх автоинспекцин малтанхи кăтартăвĕсене шута илес пулсан, авари Çтерлĕ – Белорецк – Магнитогорск çулăн 247-мĕш çухрăмĕнче 9. 00 сехетсенче пулса иртнĕ. Вăтăр тăхăр çулхи «МАN» автомобиль водителĕ хăй умĕнче пыракан транспорт умĕнчи дистанцие тытса пыманнине пула «ПАЗ» автобус çине пырса кĕнĕ.
Просмотры: 70