Укçа вăрланăшăн 6 çула ирĕксĕр хăварасшăн



Абзелил районĕнчи Селивановский ялĕнче 29 çулхи хĕрарăм 19 çулхи тăванĕн  900 пин тенкине вăрланă.

Сĕтел хушшинче пĕрле хăналаннă хыççăн арçын çывăрса кайнă. Инкĕшĕ, вилнĕ пиччĕшĕн мăшăрĕ, меллĕ самантпа усă курма шут тытнă. Телефон парольне пĕлекенскер çамрăк каччăн счетĕнчен хăйĕн банк аккаунчĕ çине 880 пин тенкĕ укçа куçарнă.

Çухатăва асăрханă  хыççăн инкек тÿсни полицие çитнĕ. Йĕрке хуралçисем вăрра хăвăрт шыраса тупнă. Хĕрарăм хăй айăпне йышăннă. Укçан пĕр пайне – 580 пин тенкĕ – тавăрса панă, ыттисене тăкаклама ĕлкĕрнĕ.

Тытса чарнă хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна ултă çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.
Просмотры: 77
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти