Туй тесен тукмак сикнĕ...

Туй тесен тукмак сикнĕ... 

 Çак туй такмакне каласа саккăрла çаптарса ташланă чух чунсăр çынна та чун кĕртсе яма пулать. Тунката та тапранĕ...Туйран тукмак та юлмĕ! Каланине тÿрре кăларма Пишпÿлек районĕн культура керменĕнче ирттернĕ «Пишпÿлекĕн пилĕк туйĕ» туй фестивалĕ çирĕплетсе парать.

 Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче район культура керменĕнче «Пишпÿлекĕн пилĕк туйĕ» ятлă туй фестивалĕ иртрĕ. «Пишпÿлекĕн пилĕк туйĕ» проект Президент фончĕн культура пуҫарăвĕсен 2026 ҫулхи иккĕмĕш грант конкурсĕн ҫĕнтерӳҫи пулса тăнă. Проект ертӳҫи тата авторĕ – Зулия Марваровна Такутдинова Пишпÿлек район культура керменĕн методисчĕ. Пултарулăх коллективĕ – О.В. Иванова, Э.В. Хуснутдинова, З.Б. Таран тата Л.М. Денисламова. Этнокультура проект тĕллевĕ – Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕн тĕрлĕ халăх туй культурине пулас ăру валли упраса хăварасси, нацисен хушшинчи туслă çыхăнăва вăйлатасси. Çакна пурнăçлама Пишпÿлек тăрăхĕнче йышлăн пурăнакан вырăс, пушкăрт, чăваш, тутар тата мăкшă халăхĕсен туй йăлине илес тунă. Проект ĕçĕ 2026 ҫулхи июнь уйăхĕнчен пуçланнă. Календарь планĕ тăрăх туй йăлипе çыхăннă семинар-практикум ирттернĕ. 

Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/
Просмотры: 80
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти