Пушкăртстанри ĕçпе тивĕçтерекенсен 24 млн тенкĕ штраф тÿлеме тивнĕ
Вунă уйăх хушшинче республикăри ĕçпе тивĕçтерекенсен ĕçлекенсен ĕç прависене пăснăшăн 24 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Паянхи кун тĕлне 17 миллион тенкине шыраса илнĕ.
Патшалăх ĕç инспекцийĕ енчен те постановление алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн штрафа 20 кун хушшинче тÿлесен, штраф виçин çуррине çеç тÿлемелле пулать тесе ăнлантарса панă. Анчах та ĕçпе тивĕçтерекенсем чылай чухне çакна шута илмеççĕ, вăхăтра тÿлемеççĕ, çавăнпа та туллин саплашма тÿр килет. Тепĕр чухне çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнманнине пула çак виçе икĕ хут та ÿссе каять. Унсăр пуçне ĕç паракана 15 талăка арестлеме е 50 сехет патшалăхшăн тÿлевсĕр ĕçлеттерме пултараççĕ.
Штраф виçин çуррине тÿлемелли тапхăр постановление алă пусса йышăну тунă кунран пуçланать.
Просмотры: 82