Тĕп хулари студента 16 çулта 6 уйăха ирĕксĕр хăварнă
Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин (ФСБ) Пушкăртстанри управленийĕ республикăри ватам профессиллĕ вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекен 21 çулхи студент закона хирĕçле ĕç тунине тупса палăртнă. Вăл патшалăх умĕнче сутăннипе тата диверссилле ĕç тунипе çыхăннă.
2025 çулта Ĕпхÿ хулинче пурăнакан каччă Украинăн ятарлă службисем хушнипе укçалла тĕп хулара вырнаçнă мобильлĕ çыхăну объекчĕсенче диверсилле ĕçсем тунă. Ăна Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем Ĕпхÿ хулинчи Дема районĕнче сăтăрла ĕç тунă чухне тытса чарнă.
Тăваттăмĕш апелляци сучĕн йышăнăвĕпе закона пăсакана РФ Уголовлă кодесăн 275-мĕш статйипе («Патшалăх умĕнчи сутăну» тата 281-мĕш, 30-мĕш статйисемпе («Диверси») килĕшÿллĕн 16 çулта 6 уйăха ирĕксĕр хăварнă. Çамрăкăн малтанхи 4 çулне тĕрмере ирттермелле, ыттине - ĕçлесе юсанмалли çирĕп режимлă колонире. Унсăр пуçне суд колонирен тухнă хыççăн та каччăшăн пĕр çул хушши ирĕклĕх енчен чару мерисем сарăлнине пĕлтернĕ.
Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстанри управленийĕ пресс-служби