Загружаем изображение…
Загружаем изображение…
Загружаем изображение…
Сергей Вялов шкул ачи «СВОна пулăшнăшăн» медале илме тивĕçнĕ
Сергей Вялов Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи 5№ шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Арçын ача класран класа куçнă чух памалли экзаменсене маларах тытса ашшĕпе, Андрей Вялов пачăшкăпа, пĕрле ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ леçме кайнă.
- Сергей госпитальсенче сипленекен салтаксене пулăшать. Май уйăхĕн 11-мĕшĕнче арçын ачана «СВОна пулăшнăшăн» медаль парса чысланă. Наградăна штаб ертÿçин – пирĕн ентешĕмĕрĕн Андрей Белов аллинчен илме тивĕçнĕ. Çакăн пек каччăсемпе мăнаçланатпăр, - тенĕ Алена Рахманкулова волонтер.
Андрей Вялов пачăшкă тăтăшах СВО зонине гуманитари пулăшăвĕпе кайса çÿрет, ăна çак пархатарлă ĕçре çемйи пулăшать.
2025 çулта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Сергейăн ашшĕ-амăшне, Андрейпа Надежда Вяловсене, «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орден-медальпе наградăланă.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла, Сергей хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарасшăн.