Загружаем изображение…

«Мана çÿлтен пĕтĕмпех курăнать!»



Пилотсăр вĕçекен системăсен çарĕн ретĕнче хĕсметре тăракан «Конг» Благовещенск хулинчен. Çар çынни РФ Хÿтĕлев министерствипе алă пусиччен сварщике вĕренсе тухнă. Донбасс çĕрĕ çинче мĕн пулса иртнине сăнанă май мирлĕ професси тĕлĕшĕпе тăхтама шут тытнă. «Конг» малти линие лекме васканă, уйрăмах штурм йышне.

Анчах пурнăç тепĕр чухне пирĕн плансене улшăнусем кĕртет: Благовещенск çамрăкĕ Байкал леш енчи гварди пĕрлешĕвĕн пилотсăр вĕçекен системăсен çарĕн сывлăш разведкин операторĕ пулса тăнă.
«Конг» хăйне чăн-чăн разведчик, сывлăш тĕпчевçи пек курать.

Сăнав процесĕ илĕртет. Çар çынни палăртнă тăрăх, тăшман хăйĕн позицийĕсене яланах лайăх пытармасть. Украинăн салтакĕсем капонир (хÿтĕленмелли вырăн) хатĕрлеççĕ, анчах тин çеç чавнă çĕре туратсемпе витме манаççĕ е кахалланаççĕ-тĕр. Хăш чухне хăйсен позицийĕсем вырнаçнă тĕлте çÿп-çап салатаççĕ. Сывлăш разведчикĕ вара çÿлтен пĕтĕмпех курать, салфетка выртнине те. Çакна шута илсе пирĕннисем тăшман вырнаçнă вырăнсене часах шыраса тупаççĕ.

Тĕплĕнрех пĕлме - https://vk.cc/cO7YRl
Просмотры: 1 786
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти