Загружаем изображение…
Ют укçана хапсăннă
Йĕрке хуралçисем Нуриман районĕнче наци проектне пурнăçланă чух мошенникла ĕç тунипе уголовлă ĕç пуçарнă.
«Нуримановский» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Ял хуçалăх министерствине техника туянма субсиди ыйтса заявлени çырнă. Документсемпе килĕшÿллĕн асăннă организаци 370 пин тенкĕ пулăшу укçи илнĕ.
ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, прокуратура ĕçченĕсем ĕç вырăнĕпе усă курса пысăк виçепе улталани пирки уголовлă ĕç пуçарнă.