Загружаем изображение…
Загружаем изображение…
Загружаем изображение…
Загружаем изображение…

Кривле-Илюшке ялĕнче кире спорчĕ енĕпе ăмăрту иртнĕ



Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке шкулĕнче ялти кире спорчĕ енĕпе пĕрремĕш тренер пулнă Федор Петрова, Фаиль Шариповпа Юрий Егоров интернационалист-салтаксене, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе унта пуç хунисене халалласа кире спорчĕ енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ.

Мероприяти хĕрÿ, çав вăхăтрах туслă лару-тăрура иртнĕ. Çамрăк киреçĕсем вăй-халпа чăтăмлăх кăна мар, ăсталăх шайне, спортри хавхаланăвне, çĕнтерес тесе çине тăрсах ăмăртнине кăтартнă. Кашни арçын ачапа хĕр ача тивĕçлĕ çитĕнÿсемпе палăрса ăмăртăвăн курăмлăхне (зрелищность) тÿпе хывнă.

Спорт тупăшăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх, чи вăйлă та çаврăнăçуллă спортсменсем тивĕçлĕ наградăсене илнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсем, медальсем тата укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă.
Йĕркелÿçĕсем ăмăртăвăн яланхи спонсорне Владимир Марфина чунтан тав тăваççĕ. Унăн пулăшăвĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене асăнмалăх парнесемпе савăнтарни, спорт уявне тата та асра юлмалла ирттерме май панă.

Асăннă ăмăрту ахаль спорт мероприятийĕ кăна мар, ăрусене пĕрлештерекен, арсен паттăрлăхне аса илтерекен, пултаруллă çамрăксен спорт пултарулăхне кăтартма пулăшакан пулăм шутланать.
Просмотры: 1 764
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти