Йӗтӗн экспортне самаях ӳстернӗ
2026 ҫулхи 10 уйӑхра Пушкӑртстанри агропромышленность предприятийӗсем 43,5 пин тонна ытла ҫу паракан йĕтĕне чикĕ леш енне ăсатнă. Ҫак даннӑйсене ял хуҫалӑх министерстви илсе кӑтартать.
Регионти ял хуҫалӑх министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑтарту пӗлтӗрхи январь-октябрь уйӑхӗсенчипе танлаштарсан 1,9 хут пысӑкрах пулнă. Ял хуçалăх продукцине ют ҫӗршывсене сутассине ӳстересси "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт"наци проекчĕн тӗллевӗ пулса тӑрать. "Пушкӑрт йӗтӗнне Китайпа Казахстан туянаççĕ. Ҫак ҫӗршывсем пӗтӗм экспортӑн 90 ытла процентне тивӗҫтереҫҫӗ. Раҫҫейӗпе те ҫавӑн пек ÿсĕм палӑрать", — хушса хунă ПР ял хуҫалӑх министерствинче.
«Тивĕçлĕ те тухăçлă ĕç тата ăнăçлă предпринимательство» наци тĕллевĕ шайĕнче «Тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ 2030 çул тĕлне чĕр таварсен тата энергетика таварĕсен шутне кĕмен продукцин экспортне 70 процента çитересси.
Просмотры: 21