Ÿсĕр хĕр-водителĕн BMW X3 автомобильне конфискациленĕ
 
Салават хулинче 27 çулхи водитель иккĕмĕш хут ÿсĕр пуçпа руль умне ларнăшăн ют çĕршывра туса кăларнă хурçă утсăр тăрса юлнă.
 
Пушкăртстан Республикин прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2026 çулхи август уйăхĕнче хĕр, маларах алкоголь напитокĕ ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнăшăн административлă айаплав иртнине пăхмасăр, каллех ÿсĕр пуçпа руль умне ларнă. Çул çинче унăн автомобильне полици ĕçченĕсем чарнă. Медицина тĕрĕслевĕ унăн организăмĕнче алкоголь шĕвекĕ пуррине çирĕплетнĕ.
 
Салават хула сучĕ ăна ÿсĕр пуçпа тепĕр хут автомобильпе çÿренине çирĕплетсе йышăну тунă. Прокуратура ыйтнипе суд хĕре 160  сехет тума тивĕçлĕ (обязательные) ĕçе пурнăçлама йышăннă. Унсăр пуçне икĕ çул çура водитель удостворенийĕсĕр хăварнă тата автомобиле конфискацилесе патшалăх тупăшне панă.
Просмотры: 95
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти