Загружаем изображение…

Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă



ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн официаллă сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2027 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн 152 обществăлла территорие тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ. Палăртнине пурнăçлама федераллă бюджетран 1 млрд тенкĕ ытла уйăрĕç тесе çирĕплетнĕ ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова.

Асăннă программа «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланать. 2019 çултанпа çак пуçарупа усă курса 976 обществăлла хутлăха тирпей-илем кĕртнĕ, федераллă хыснаран 8,7 млрд тенкĕ уйăрнă.

2027 çулта хăтлăх кĕртмелли чи пысăк объектсенчен пĕри – Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи Салават Юлаев ячĕллĕ лапам. Уншăн 40 пин çын сасăланă. Кунта çуран çÿрекенсен сукмакĕсене çĕнетĕç, çĕнĕ пĕчĕк архитектура объекчĕсем вырнаçтарĕç, фонтансене юсĕç, çутă лампочкисене улăштарĕç.
Просмотры: 188
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти