Загружаем изображение…
Йăмран ачисем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕпе тĕл пулнă
Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕн ĕçченĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан Анатолий Васильевпа тĕлпулу йĕркеленĕ. Унта хаваспах çамрăк ăру хутшăннă.
Анатолий Петрович ачасене ятарлă çар операцийӗнчи лару-тăрупа тата фронтра илекен пурнăç опычĕпе паллаштарнă, çарта тӗл пулакан йывӑрлӑхсем тата тем пек йывӑр пулсан та ума лартнă тĕллевсене мĕнле татса пани çинчен каласа панă. Çавӑн пекех хăна çар çыннисем пӗр-пӗринпе тачӑ çыхӑнура пулни, пӗр-пӗрне пулӑшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палӑртнă.
Ял ачисем Анатолий Васильева интересленсе итленӗ, ыйтусем панă, Тăван çӗршыва хÿтĕленӗшӗн тав сăмахӗсем каланă, каялла ырă-сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнма ăнăçу суннă.