Загружаем изображение…

Пушкăртстан хаçачĕсемпе журналĕсене тăтăшах çар линине ăсатаççĕ«



Пушкăртстан» полкăн замполичĕн Александр Мельченкăн пуçарăвĕпе тата Раççей наци гвардийĕн регионти управленийĕ пулăшнипе Пушкăртстанри пичет кăларăмĕсене тăтăшах ятарлă çар операцийĕн зонине ăсатаççĕ. Çакă çар çыннисене лару-тăрăва пĕлсе тăма, пĕчĕк тăван çĕршывпа ăс-хакăл çыхăнăвне çухатмасăр пурăнма пулăшать.

Полк боецĕсем «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕ кăларакан хаçатсемпе журналсен пĕрремĕш партине илнĕ ĕнтĕ. Тиражăн пĕр пайне подразделенин çарпа политика центрĕнче хăварнă, ыттисене замполитсем урлă малти вырăнсене çитернĕ. Çар çыннисем палăртнă тăрăх, пичет продукцийĕ çар зонинче апат пекех кирлĕ, унта çыхăнупа интернет çук. Полк оперативлăхшăн тав тунă.
Илнĕ хаçатсемпе журналсене ОМОН «Урал», СОБР «Толпар», «Гроза» тата М.М. Шаймуратов ячĕллĕ отрядсене янă.

«Пирĕн салтаксемшĕн пресса вăл – тăван республикăпа тата кил-çуртпа çыхăнтаракан чĕрĕ çип», - палăртнă ведомствăн çарпа политика ĕçĕн ертÿçи Евгений Лисица полковник.
Просмотры: 1 669
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Репосты публикации

Публикация канала

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти