Новое Распределяем каналы MAX по категориям и территориям. Читать новость

Репост из «ХЫПАР - ВЕСТИ ЧУВАШИИ»

⚡️Надежда ВОЮЦКАЯ: «Мана спектакльти рольсем вăй-хал парса тăнă»



Вăрнар районĕнчи Шĕнерте çуралса ӳснĕ вăл. Йывăçран тем те пĕр ăсталаса сутакан ашшĕне пулăшас тесе аппăшĕпе иккĕшĕ çунашка çине виçĕ уйран çӳпçи çыха-çыха Нурăса леçнĕ, шкула та ĕлкĕрнĕ — каллĕ-маллĕ вун ултă çухрăм! Ĕне, сурăх ферминче ĕçленĕ амăшне пулăшма çӳренĕ, хĕр тусĕсемпе пуçтарăнса артель валли сетка çыхнă — тум-юм туянмалăх укçа-тенкĕ тунă. Çав ĕçчен хĕрачана вăрттăн ĕмĕчĕсем пĕчĕк чухнех тӳпене çити çĕкленĕ. Сăмах – К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Надежда Воюцкая пирки.

— Эпир Мускавран килсе ĕçе вырнаçсан СССР халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев тӳрех хăй патне илчĕ, Порфирий Афанасьевăн пьесипе лартнă «Сан ятупа» спектакльте мана аллегориллĕ роль пачĕ — Юрату сăнарĕ пултăм. Куншăн питĕ савăнтăм, ĕненме те йывăрччĕ çакна... – аса илет Надежда Сильвестровна.

Тĕплĕнрех – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра (15.10.2026)

Канала ҫырӑнас
ВК ОК Дзен
Просмотры: 124
Открыть в MAX Сообщить о неточности

Сообщить о неточности

Опишите, что нужно исправить. Если есть источник, добавьте ссылку.

Вы покидаете datool.ru

Ссылка ведёт на внешний сайт. datool.ru не отвечает за его содержимое — проверьте адрес, прежде чем вводить пароли или платёжные данные.

Переход через 10 с

Перейти